Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын хӑйӗн килӗнче пулнӑ. Ун патӗнче эрех ӗҫме «туссем» пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра кил хуҫин хӗрӗ тата 54 ҫулти арҫын пулнӑ.
Хӗре кӗвӗҫнипе кил хуҫи арҫыннипе 54 ҫулти арҫын хирӗҫсе кайнӑ. Кӑштахран хӑна ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл хуп турттарнӑ самантра кил хуҫи картишне тухса пуртӑ илсе кӗнӗ. Ҫывӑракан ҫынна пуҫӗнчен унпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Хӑна ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Чӑваш Енре «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» регионсем хушшинчи конкурса пӗтӗмлетнӗ.
«Ылтӑн алӑ» номинацире Етӗрне районӗнчи Наталия Иванова ҫӗнтернӗ, «Тӗпел хуҫи» номинацире — Ӗренпур облаҫӗнчи Надежда Сафронова, «Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗнче» — Муркаш районӗнчи Светлана Иванова-Мерчен, «Эткер пирӗштийӗнче» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Людмила Герасимова, «Ӑс-хакӑл арчинче» — Красноармейски районӗнчи Любовь Платонова.
Гран-прие Патӑрьел районӗнчи Вероника Кузнецова ҫӗнсе илнӗ. Ӑна Чӑваш Енри санаторисенчен пӗринче канма путёвка панӑ. Унта вӑл мӑшӑрӗпе кайӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ хыпара сарнӑ. Ҫак утӑма тума ӑна упӑшкине кӗвӗҫни хистенӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫавӑн пек майпа 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен хӑтланнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине тепӗр хӗрарӑм ҫумне кӗвӗҫнӗ. Ытахальтен мар темелле. Арҫыннӑн компьютерӗнче вӑл хӗрарӑмӑн интимлӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе видеосене асӑрханӑ. Ҫавсене хӗрарӑм мессенджерсенче ют ҫынсене ярса панӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран пульницӑсенче хушма койкӑсем хатӗрленӗ. Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Пирӗн регионта кӑшӑлвируспа чирлесси, иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 6,4 процент ӳснӗ. Ытларах Муркаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрнар районӗсенче чирленӗ. Кӗркунне ОРВИ сарӑлнӑран лару-тӑру пушшех те йывӑрланать.
Ҫаван пекех хӑш-пӗр районта вакцинаци тунӑ ҫынсен йышӗ сахал. Потребитель рынокӗнче ӗҫлекенсен хушшинче ку енӗпе уйрӑмах лару-тӑру йывӑр. Вакцинаци енӗпе Комсомольски, Патӑрьел, Улатӑр районӗсенче япӑх кӑтартусем. Ку тӑрӑхсенче чирлекен вара нумай.
Паян ирхи 4 сехет ҫурӑра Улатӑрти Белинский урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ — 61 ҫулти кил хуҫи вилнӗ.
Икӗ сехетрен Ҫӗрпӳ районӗнчи Лапра ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта 53 ҫулти арҫыннӑн кил-ҫурчӗ кӗле ҫаврӑннӑ. Хӑй те суранланнӑ, ӳчӗн 30 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 184 пушар пулнӑ, унта 63 ҫын вилнӗ, 53-ӗн суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ хыпса илнӗ. Пушар авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ.
Паян полигонта Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара пысӑк йышпа пулнӑ. Вӗсем пушар лаптӑкӗ 100 тӑваткал метра яхӑннине палӑртнӑ.
Паян ҫӳп-ҫап полигонӗнче «Мой дом» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Вӑл пушара сӳнтерессипе тӑрӑшнӑ. Асӑннӑ организаци ҫӳп-ҫап полигонне тытса тӑрассишӗн яваплӑ. Пушара сӳнтерме ҫавӑн пекех 1 бульдозера, 1 экскаватора, 2 самосвала, 1 вакуум-машинӑна тата 6 ҫынна явӑҫтарнӑ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ. 139-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗн вӗренӳпе воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Жанна Трофимова тивӗҫнӗ, «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята — «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ҫамрӑксен реаблитаци центрӗ» хысна учрежденийӗн медицинӑпа социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн сиплев физкультурин врачӗ Ольга Герасимова, «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен службин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята — Ҫӗрпӳри «Эгида» обществин директорӗ Владимир Румянцев.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче 83 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Тӑванӗсем тепӗр кунхине нимеҫӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ватӑ арҫын вара чир-чӗрпе аптӑранӑ.
Ватӑскере хӑвӑртрах шыраса тупмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен каҫхине самай сивӗтет. Ҫитменнине, ҫумӑр ҫунӑ, ҫил кастарса вӗрнӗ. Арҫын хӑй ӑҫта ҫӳренине ӑнланмасть-мӗн, чирне пула эмелсем ӗҫсе тӑрать.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна кӳршӗ ялта тупнӑ. Вӑл шӑнса хытнӑ, питӗ ывӑннӑ. Ватӑскер сивӗре, ҫумӑр айӗнче виҫӗ кун ҫухалса ҫӳренӗ.
Чӑваш Енри 9 вӗрентекен 200 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫакна РФ Ҫутӗҫ министерствин хушӑвӗнче палӑртнӑ. Ку укҫана вӗсене кӑҫал педагогикӑра тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн панӑ.
Премие Шупашкарти 44-мӗш лицейри хими вӗрентекенӗ Екатерина Александрова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Надежда Алексеева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулти технологи учителӗ Оксана Васильева, Шупашкарти 1-мӗш гимназири математика вӗрентекенӗ Ксения Коллэ, Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнчи истори учителӗ Артем Максимов, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи математика вӗрентекенӗ Ольга Маряхичева, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гиназири истори учителӗ Алена Тимофеева, Шупашкарти 20-мӗш шкулти музыка вӗрентекенӗ Светлана Турбина, Шупашкарти 61-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Федотова тивӗҫнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинче пурӑнакан Александр Андреев пыл сутать. Ку хыпара эпир ӑна рекламӑлас тӗллевпе ҫырас темен-ха.
Александр Андреевич пыл сутма Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑка тухса ларни пирки Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Андреев — вӑрҫӑ ветеранӗ. Вӑл 95 ҫулта. «Вӑрҫӑ ветеранӗнчен пыл туянӑр», — чӗнсе ҫырнӑ журналист.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |